Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Вĕренỹ учрежденийĕсем çĕнелеççĕ, хăтлăланаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2025, 11:01 Просмотров: 240

Çулталăк вĕçленсен пур сферăра та пĕтĕмлетỹсем тăваççĕ, малашлăх планĕсене палăртаççĕ. Округри вĕрентỹ сферинчи 2024 çулхи кăтартусене тишкерсе тухар-ха.

Муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕрентỹ тытăмне пурĕ 15 муниципаллă учреждени кĕрет: шкул умĕнхи тăватă, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан сакăр тата хушма пĕлỹ паракан виçĕ учреждени. Вĕсенче пурĕ 1095 ача вĕренет, шкул çулне çитмен 329 ача çỹрет, 375 çын ĕçлет, вăл шутра 134 вĕрентекен тата 40 воспитатель. 35 çулчченхи учительсем улттăн (мĕнпур йышăн 4,5 проценчĕ). 2024 çулта виçĕ çамрăк педагог ĕçе пуçăннă: Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта - Сильвия Сергеевна Трофимова физкультура учителĕ, Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта - Наталия Юрьевна Парикова педагог-психолог, "Пилеш" ача садĕнче - Анастасия Михайловна Абрамова воспитатель. Çавăн пекех çар службинче пулнă хыççăн ачасене вĕрентме физкультура учителĕ Виктор Юрьевич Миронов таврăннă.

Кадр ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе çамрăк специалистсене пулăшас тĕллевпе муниципаллă пуçару пурнăçланать: 10 оклад чухлĕ пĕр хутчен тỹлев параççĕ. Çулсерен тĕллевлĕ вĕренĕве округри выпускниксене яма тăрăшаççĕ: 2023 тата 2024 çулсенче пĕрер çамрăка янă. Çавăн пекех профориентаци ĕçне те йĕркелесе пыраççĕ.

Республикăри "УПК21" проекта пурнăçласа Çĕн Атикасси шкулĕнче çĕвĕ цехĕ, агротехникăна юсакансене тата "повар ĕçĕ" енĕпе, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче аслă вожатăйсене хатĕрлекен классем уçнă. 2023-2024 çулсенче 30 хĕр çĕвĕç, 36-ăн - повар, 19 çамрăк ялхуçалăх машинисене юсакан слесарь, 42-ĕн сварщик тата 29-ăн аслă вожатăй профессине алла илнĕ.

Профильлĕ вĕрентĕве 113 ачана (10-11 классенче пĕлỹ илекенсене) явăçтарнă. Вĕсенчен медицина класĕнче 21 ача, ИТ-класра - 17-ĕн, педагогика класĕнче - 12-ĕн, аграри класĕнче - 13-ĕн, универсаллă профильпе 50 ача ăс пухнă. Кашни вăтам шкул сайтĕнче "Профильное обучение" баннер пур.

2024 çулта Пĕрремĕшсен юхăмĕн уйрăмĕсен конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Хусанушкăнь шкулĕ 500 тенкĕпе танла-шакан федераци грантне тивĕçнĕ.

Округра пултаруллă ачасене хавхалантарассине йĕркеленĕ. Вĕренỹре тата тĕрлĕ енпе палăрнă çичĕ çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине, 10 ача - Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.В.Маловăн стипендине, 10 вĕренекен муниципаллă округ пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă.

Тăватă вĕренỹ учрежденийĕнче - Атнарти, Мăн Этменти, Хĕрлĕ Чутайри тата Çĕн Атикассинчи вăтам шкулсенче - гуманитари тата цифра профильлĕ "Точка роста" вĕренỹ центрĕсем, Питĕркассинчи вăтам шкулта çутçанталăкпа ăслăлăхсен "Точка роста" вĕренỹ центрĕсем ĕçлеççĕ.

Учительсен вăтам шалăвĕ 2024 çулта 49091,84 тенкĕпе танлашнă, шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен воспитательсен - 40807,24 тенкĕ, хушма вĕрентỹ паракан педагогсен - 46280,70 тенкĕ.

Патшалăхăн "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пулăшнипе округри вĕренỹ учрежденийĕсем çулсерен çĕнелеççĕ, вĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, территорисене хăтлăх кĕртеççĕ. Округ администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта капиталлă юсав валли 42825,053 пин тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа Мăн Этмен шкулĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнне, Çĕн Атикассинчи шкулта санитари пỹлĕмĕсене, Хусанушкăнь шкулĕн столовăй çуртне юсанă. Питĕркасси шкулĕн территорине хăтлăх кỹме 13238 пин тенкĕ тăкакланă.

Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелеме иртнĕ çул республика бюджетĕнчен 243,60 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 650 пин тенкĕ уйăрнă. Çавна май округри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа пĕрле 20 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă.

Ачасен сывлăхне çирĕплетме вырăнти бюджетран пĕр миллион та 546 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 556 пин тенкине ачасене хула тулашĕнчи лагерьсенче канма, 990 пин тенкине шкул çумĕнчи лагерьсенче вăхăта усăллă та савăнăçлă ирттерме янă.

Юлашки тăватă çул хушшинче "Вĕрентĕве аталантарасси" муниципаллă программăна пурнăçлама 999760,1 пин тенкĕ янă: 2021 ç. - 301755,9 пин тенкĕ; 2022 ç. - 194427,9 пин; 2023 ç. - 188919,4 пин, 2024 ç. - 314656,9 пин тенкĕ.

Надежда ПЕТРОВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6