ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Уйăхсерен округра пурăнакансемпе Пĕрлехи информаци кунне ирттереççĕ. Кăçал пĕрремĕш информкун январĕн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Хальхинче информаци ушкăнĕ округ пуçлăхĕ Иван Михопаров ертсе пынипе Пантьăк территори пайне çитрĕ, халăхпа Мишеркассинчи Культура çуртĕнче тĕл пулчĕ.
Информкунра пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç: контактсăр ултавла ĕçсен хальхи йышши хатĕрĕсем тата банк карттисенчен укçа-тенкĕ вăрлани; 2025 çулти коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсен индексацийĕ; республикăри шкулчченхи тата шкул учрежденийĕсенчи ача-пăча апатланăвне йĕркелени; хĕллехи çулсене пăхса-тасатса тăрассипе контрактсем епле пурнăçланса пыни.
Паллах, ултавçăсем тар тăкмасăрах укçа-тенкĕллĕ пуласшăн. Çакна валли вĕсем тĕрлĕ меслетсемпе усă кураççĕ. Кун пирки право хуралĕн органĕсем аса илтерсех тăраççĕ. Банк карттин пин-кодне, харпăр хăй даннăйĕсене никама та пĕлтерме юраманнине пĕлетпĕр, анчах та округра пурăнакансем хушшинче вĕсен аллине лекекенсем пур. Вĕсем ытларах телефон е интернет урлă çыхăну тытаççĕ. Çакна шута илмелле: ултавçăсем хальхи технологисемпе усă курса çывăх çыннăрсен сассисемпе калаçма пултараççĕ. Ĕненме кирлĕ мар. Прокуратура, полици, следстви органĕсенчен те шăнкăравсем килме пултараççĕ - телефона ан тытăр. Тытсан та хуравне чăвашла парăр - урăх шăнкăравламĕç.
Халăха коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсем ỹсни те калаçтарать. Информкунра сăлтавĕсене тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Кăçал тарифсем 10,7 процент ỹсеççĕ. Кунта шывпа, çутăпа, газпа тивĕçтерни, шыва юхтарса кăларни, ăшăтни, хытă каяшсене турттарни кĕрет.
Вĕрентỹ учрежденийĕсенчи апатлану пирки те сăмах пычĕ. Çĕнĕ Шупашкарти шкулта ачасем апат-çимĕçпе наркăмăшланнă пирки пурте илтнĕ. Округри шкулсенче тĕрĕслевсем пулнă, столовăйсемпе комисси кăмăллă, вĕсенче йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ, пищеблоксенче тирпейлĕ, вĕренекенсене вĕри апатпа туллин тивĕçтереççĕ. Шкулсем Чăвашпотребсоюз организацийĕсемпе çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Çăмăллăхлă категорие кĕрекен ачасем тỹлевсĕрех апатланаççĕ.
Администрацинче хĕллехи вăхăтра çулсене пăхса тăрассипе контрактсем епле пурнăçланнине те куçран вĕçертмеççĕ. 2025 çулта пурте усă куракан çулсене пăхса тăма 15 лот палăртнă. Округри çулсемпе "Стройресурс" ТЯО, Ю.Еремеев тата Л.Герасимова уйрăм предпринимательсем ĕçлеççĕ. 11 лочĕ - вырăнти подрядчиксем. Вĕсем ялсенчи çулсене пăхса тăраççĕ.
Информаци ушкăнĕ çынсен ыйтăвĕсем çине те хуравлама тăрăшрĕ. Ку тăрăхра пурăнакансене урамсенче çутă çукки, автобуссен рейсĕ сахалланни, сĕт хакĕ, ФАП-сенче куллен кирлĕ эмелсем пулманни (ялсенче ытларах ватăсем пурăннă май, вĕсене райцентра тухса çỹреме кансĕртерех) тата ытти те пăшăрхантарать. Çитменлĕхсем пур, вĕсене пĕтерме шантарчĕç.
Анна ВАСЮКОВА
Август 2026 |
