Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Штанашра çĕнĕ офис уçăлчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2025, 10:47 Просмотров: 170

Медицинская помощь рядом с домом: в селе Штанаши открылось новое отделение

Январĕн 14-мĕшĕнче Штанашра савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçнă. Ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăма паллă тума муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çитнĕ. Иван Михопаров ял çыннисене саламланă май çĕнĕ уйрăма хута яни çынсене вырăнта пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме майсем туса панине палăртнă.

Ĕçсене Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи Стратегийĕ тата Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи Комплекслă программи шайĕнче пурнăçланă. Кунта инженери коммуникацийĕсене: шыв, газ, канализаци, электричество, ăшăпа тивĕçтерекен тата сывлă ша тасатакан тытăмсене йăлт вырнаçтарнă. Медицина учрежденине сĕтел-пуканпа, оборудованипе, интернетпа тивĕçтернĕ. Хăй тĕллĕн куçса çỹрейменнисене валли пандус вырнаçтарнă. Çĕнĕ çурта чикĕ-ленĕ, территорие хăтлăх кĕртнĕ.

Çĕнĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче Штанаш салинче, Арайкасси, Упукушкăнь, Кĕрлев, Горбатовка, Вăрманкас, Акташ, Кушлавăш, Анат Çĕрпỹкасси, Тихăнушкăнь, Тракушкăнь, Уйпуç, Çĕн Ирчемес, Яманкасси, Чурпай, Çĕн Атикасси ялĕсенче пурăнакан 1400 яхăн çын сывлăхне тимлĕхре тытса тăма пĕтĕмпех пур. Офис заведующийĕнче Марина Сорокина участковăй врач-терапевт ĕçлĕ, ăна Елена Сатлайкинапа Елена Кузнецова медицина сестрисем пулăшĕç.

Анна ВАСЮКОВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6