Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Экскурсире пулнă, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тĕл пулнă

Категория: Общество Опубликовано: 20.12.2024, 07:45 Просмотров: 379

Декабрӗн 17-мӗшӗнче "Чавал" ентешлӗх йӗркеленипе  округри шкулсенче 6-11 классенче вӗренекен вуникӗ ача Шупашкарта экскурсире пулса курнӑ.  Вӗсем хушшинче Раҫҫейри Ҫемье тата Чӑваш Республикинчи Экологи культурипе ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсене халалланӑ сочиненисен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ тата призер пулса тӑнӑ, ҫавӑн пекех предмет олимпиадисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ ачасем тата вӗрентекенсем  пулнӑ.

Ентешлӗх канашӗ вӗсем валли Правительство ҫур-тӗнче манӑҫми экскурси йӗркеленӗ: Парнесен музейне, Купол залне, тӗрлӗ кабинетсене, пайсене ҫитсе курнӑ. Экскурсие пирӗн ентеш, ЧР Пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Николай Иванович Михопаров ирттернӗ.

Чи асра юлмалли самант - ларусен залӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулни. Олег Алексеевич хӑйӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен, паянхи ҫамрӑксен мӗнле майсем пурри пирки каласа панӑ, ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшакан канашсем панӑ тата ҫамрӑксемпе вӗрентекенсене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ.

Ҫавӑнтах сочиненисен конкурсӗн, олимпиадӑсен  ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене чысланӑ. Ачасемпе вӗсен учителӗсем ентешлӗх Канашӗнчен асӑнмалӑх парнесем илнӗ. Ҫав шутра - хамӑр ентешсен Е.Петернел, З.Яковлева, Л.Петрова кӗнекисем.

Экскурси программине "Встреча" кафере апатланни те кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне "Ӗҫ мухтавӗн хули" стела патне кайса курнӑ, Алексей Логинов палӑкӗ умне чечек хунӑ, ШӖМ музейне те ҫитнӗ.

vstrecha

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6