ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хăйсен ĕçне юратакан, хушнине яваплăха туйса пурнăçлакан çынсем пĕр çĕрте чылай çул вăй хураççĕ. Кун йышшисем пирĕн хушăра сахал мар. Пĕр çемьеренех пĕр отрасльте тимлекен çынсем пурри те савăнтарать. Акă, Питĕркассинче пурăнакан Судаковсенех илер, Нина Ильиничнăпа Николай Михайлович Судаковсем "Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем" предприятире чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Николай Михайлович 1954 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче çуралнă. Ĕç кĕнеки унăн чи малтан 1975 çулта 23 номерлĕ аптекăра çырăнма тытăннă. Унтан вăл 1977 çултан "Сельхозэнерго" предприятире, 1986 çултан вăрман хуçалăхĕнче водительте ĕçленĕ. 1994 çулхи октябрьтен тытăнса вара Николай Судаков Улатăрти электричество сечĕсен Çĕмĕрлери электросеть районĕн Хĕрлĕ Чутайри мастер участокĕнче 1-мĕш класлă водительте ĕçленĕ. Предприяти ячĕ тĕрлĕ çулсенче улшăнсах тăнă. Кунта вăл 2019 çулчченех тăрăшнă, тивĕçлĕ канăва тухнă.
Тивĕçлĕ канура пулин те, Николай Михайлович алă усса лармасть, кил-хуçалăхра тăрмашнисĕр пуçне территори пайĕн пурнăçне те хастар хутшăнма вăхăт тупать. Ăста купăсçă пулнă май, вырăнти "Хăмăш" ушкăна та йĕркеленнĕренпех çỹрет. Кунсăр пуçне Николай Судаков Питĕркассинчи суйлав участокĕн председателĕн çумĕнче те тăрăшать.
Нина Ильинична - Атнар хĕрĕ, 1958 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ĕç биографийĕ вара 1977 çулхи декабрь уйăхĕнче пуçланнă, "Сельхозэнерго" предприятире бухгалтер-кассирта ĕçлеме тытăннă, çав уйăхрах ăна аслă бухгалтера куçарнă. Унтан вăл "Союзпечатьре", почта тытăмĕнче вăй хунă. 1995 çулхи март уйăхĕнчен вара Нина Судакова Улатăрти электричество сечĕсен Хĕрлĕ Чутайри электросете техника ĕçлеме вырнаçнă. Ку ĕçре Нина Ильинична та мăшăрĕ пекех мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех чунне парса тăрăшнă. Иккĕшĕ те вĕсем "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕç пулнă. Ĕçри тăрăшулăхшăн Судаковсем сахал мар тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе наградăсене илме тивĕçнĕ. Ĕçтешĕсем хушшинче иккĕшĕ те ырă ят-хисеп çĕнсе илнĕ, халĕ те вĕсене коллектив сума сăвать.
Паянхи кун Судаковсен аслă ывăлĕ, 1978 çулхи ноябрь уйăхĕнче кун çути курнă Владимир та, кунтах ĕçлет. Вăл та ашшĕ пекех водительте пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ вăй хурать, ĕçтешĕсемпе пĕрле электричество линийĕсем çинче пулнă пăтăрмахсене сирме çула тухать, ашшĕн ĕçне малалла тăсать.

Август 2026 |