ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Юнкун Березовка ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Ĕçсене Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи Стратегийĕ тата Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи Комплекслă программи шайĕнче пурнăçланă. Кунта инженери коммуникацийĕсене: шыв, газ, канализаци, электричество, ăшăпа тивĕçтерекен тата сывлăша тасатакан тытăмсене - йăлт вырнаçтарнă. Медицина çуртне сĕтел-пуканпа та, интернетпа çыхăнтарнă компьютерпа та пуянлатнă. Хăй тĕллĕн куçса çỹрейменнисем валли пандус вырнаçтарнă. Çурт йĕри-тавра асфальт çул сарнă, картапа чикĕленĕ, тавралăха хăтлăх кĕртнĕ.
Ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăма паллă тума яла муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, ЧР ялхуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Волкова, район больницин тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Екатерина Вазикова, медицина ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Иван Николаевич ял çыннисене саламланă май çĕнĕ фельдшер пунктне хута яни çынсене вырăнта пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме майсем туса панине палăртрĕ.
Çĕнĕ фельдшер пунктĕнче Березовка тата çывăхри Сорăм, Кишлĕ тата Красный Яр ялĕсенче пурăнакан 300 çын сывлăхне тимлĕхре тытса тăма пĕтĕмпех пур. Кунта фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче Яна Никифорова ĕçлеме пуçлать. Вăл кăçал округа "Земство фельдшерĕ" программăпа ĕçлеме килнĕ.
Марина МАМУТКИНА
Август 2026 |
