ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ноябрĕн 1-30-мĕшĕсенче шкул театрĕсен "АСАМ" фестивалĕн республикăри тапхăрĕ иртет. Ăна Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Палăртмалла, "АСАМ" фестивалĕн кураторĕ - РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Вăл фестивалĕн йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕнче шкул театрĕсене малашне те аталантарасси пирки каланă, иртнĕ çул Раççейĕн Çутĕç министерстви шайĕнче кашни шкулта театр студийĕ уçма тĕллев лартнине палăртнă.
- Эпир çак планпа маларах кайрăмăр – вĕренỹ учрежденийĕсен никĕсĕнче республикăри ертсе пыракан театрсем пулăшнипе театрсем уçрăмăр, ачасемпе професси артисчĕсем ĕçлеççĕ... Ачасем театрсенче вылясшăн, театрсем вара пултаруллă ачасене кураççĕ. Вĕсене, тен, стипенди те, хушма пĕлỹ те сĕнĕç, мастер-классем ирттерĕç, - тет Алла Леонидовна.
Асăннă фестивале пирĕн округран Мишеркасси шкулĕн çамрăк артисчĕсем хутшăнĕç, сцена çине "Юрататăп сана, аннеçĕм!" спектакльпе тухĕç. Коллектив округ шайĕнчи фестивальте мала тухнă, хĕрлĕчутайсен чысне Шупашкарта хỹтĕлĕ. Вĕсене графикпа килĕшỹллĕн ноябрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче курма май пулĕ.
Елена ПЕТРОВА, театр коллективĕн ертỹçи:
- Ачасене вĕрентес ĕçре 35 çула яхăн тăрăшатăп. Кĕçĕн классемпе ĕçленĕ май ачасене илемлĕ пуплеме, литературăна юратма вĕрентетĕп. Малтанах ачасемпе пĕчĕк сценкăсем лартаттăмăрччĕ, хальхинче вĕренекенсен сцена çине тухас туртăм татах та ỹсрĕ. Спектакльсенче выляма 11-12 ача хутшăнать. "Юрататăп сана, аннеçĕм!" спектакле ахальтен лартмастпăр. Авторĕ те хамах. Унта эпир шкул ачин пурнăçĕ амăшĕ чире кайнăран йывăр пулнине сăнлатпăр. Кил-çуртне тирпейлемелле, выльăхне пăхмалла, шкулне каймалла, урокĕсене тума пулăшакан та çук. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе ашшĕ те Мускава çул тытнă. Хальхи пурнăçа сăнлакан спектакль пурин кăмăлне те каясса шанатпăр.
Август 2026 |
