ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ял-салари шкулсенче вĕрентекенсем çитменни пирки юлашки çулсенче час-часах илтетпĕр. Шел те, кун пек йывăрлăх пирĕн муниципаллă округра та пур. Округри вĕренỹ учрежденийĕсенче ĕçлеме уйрăмах акăлчан чĕлхине вĕрентекен, математика тата физика учителĕсем çитмеççĕ. Ĕçлеме килекен виçĕ çамрăк педагога кашнине 500 пин тенкĕшер хавхалантарас тесе округ пуçлăхĕ И.Н.Михопаров тăрăшнипе бюджетра 1,5 миллион тенкĕ пăхса хăварас шутлă. Кунсăр пуçне аякран килнисем валли пурăнмалли хваттерсем те хатĕрлеççĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.
Муниципалитет пуçлăхĕ Иван Михопаров тĕрлĕ сферăра специалистсем çитменнипе çыхăннă ыйтăва уйрăм тимлĕхре тытать, тĕрлĕ пуху-канашлусенче кун пирки вăл пĕрре мар сăмах хускатнă. Иван Николаевич çамрăк специалистсене муниципаллă округа ĕçлеме йыхравлама, юлашки курссенче ăс пухакан студентсемпе халех ĕçлеме, çыхăну тытма чĕнсе калать. Сăмахран, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пирĕн округра ỹссе çитĕннĕ 35 çамрăк вĕренни паллă. Вĕсем тăван тăрăха ĕçлеме килсен мĕнле аванччĕ.
Иван Николаевич çамрăксемпе, шкул пĕтерекен хĕрсемпе тата каччăсемпе тĕлпулусем ирттерме тăрăшать. Вăл аслă вĕренỹ учрежденийĕсен представителĕсемпе те çыхăну тытать. Акă, вăл тăрăшнипе округри шкулсенче вĕренекенсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем ирттерекен онлайн-курссене хутшăнма майсем туса панă. Çуркунне вара вĕсем хушшинче олимпиада йĕркелесшĕн. Лайăх кăтартусемпе палăрнисен асăннă университета вĕренме кĕрес шанăç пур. Çавăн пекех администраци çамрăксене тĕрлĕ çĕре вĕренме кайма тĕллевлĕ направленисем парать.
Çамрăксене ĕç профессийĕсене шкул саккинченех илме пулăшас тĕллевпе округра аван ĕçленине палăртмалла. 2021 çулта ку енĕпе "УПК21" проекта хутшăнса Çĕн Атикассинчи шкулта çĕвĕç, повар тата агротехника юсакан специалист, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вара аслă вожатăйсене хатĕрлессипе классем уçнă. Акă кăçал 14 хĕр çĕвĕç, 20 ытла çамрăк повар, 19 каччă ялхуçалăх машинисене юсакан слесарь тата 29 çамрăк аслă вожатăй профессийĕсене вĕренни пирки свидетельство илнĕ. Ку ĕçе малалла тăсасшăн. Çĕн Атикасси шкулĕнче сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 11 ачана çĕвĕç ĕçне вĕрентме тытăннă. Хĕрлĕ Чутай тата Питĕркасси шкулĕсенче вĕренекен 25 яхăн ачана повар профессине Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче октябрьте вĕрентме пуçласшăн. Тĕллевлĕ ĕçлени хăйĕн çимĕçне парасса шанас килет.
Август 2026 |
