Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хамăрăннисене пăрахмастпăр

Категория: Общество Опубликовано: 18.08.2023, 09:44 Просмотров: 411

Паян хĕрлĕчутайсенчен ятарлă çар операцине хутшăнакан сахал мар. Çапăçу хирĕнче хамăрăннисене пулăшас тесе Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕсем маскировка тетелне çыхрĕç. Нумаях пулмасть штанашсем 48 мăшăр милĕк хатĕрлесе салтаксем патне ăсатрĕç.

Иртнĕ шăматкун муниципалитет пуçлăхĕ Иван Михопаров тата унăн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Игорь Чеченешкин «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа акци пуçарса ячĕç. Шкул ачисемпе аслисем, ĕç коллективĕсем, округ çыннисем ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли маскировка тетелне çыхма тытăнчĕç. Маскировка тетелĕсене хатĕрлессипе иртекен акцие культура çурчĕсенче ĕçлекенсем те хастар хутшăнаççĕ. Акă, Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче ятарлă вырăн та йĕркеленĕ. Хусанушкăнь территори пайĕнче ку ĕçе Зоя Ильинична Матвеева пуçарса янă.

Зоя Ильинична Матвеева:

maskirsetka2- Эпĕ Иккĕмĕш Хурашашра пурăнатăп пулин те, Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртне çỹреме вăхăт тупатăп. Хамăн ывăлăм та Украинăра ятарлă çар операцине хутшăнать. Çавна май Хусанушкăнь территори пайĕн пуçлăхĕнчен Любовь Кузнецоваран пулăшу ыйтрăм. Ял çыннисемпе, культура ĕçченĕсемпе салтаксене валли маскировка тетелĕ çыхма хатĕррине каларăм. Вăл пулăшма килĕшрĕ, материалне тупма пулăшрĕ, муниципалитет пуçлăхĕ Иван Михопаров та пуçарăва ырларĕ. Малтанах сахаллăн пухăнтăмăр. Халĕ вара кунран-кун пирĕн йыш хушăнать. Эпир пурте ывăлăмăрсем сывăтаса таврăнасса кĕтетпĕр. Эпир тунă япаласем вĕсене пулăшасса, чунĕсене ăшăтасса шанатпăр.

 

maskirsetkamaskirsetka3maskirsetka4
maskirsetka5

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6