Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Сирӗн ӗҫӗрсем те историе ҫырӑнса юлччӑр

Категория: Общество Опубликовано: 01.04.2023, 12:47 Просмотров: 634

Март уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш наци вулавӑшӗнче Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ регионсем шайӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ иртрӗ.

Ӗҫлӗ калаҫӑва хутшӑнма Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем пухӑнчӗҫ.

Форума хутшӑнакансене саламласа Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Сорокин онлайн мелӗпе, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ ертӳҫи Виталий Станьял уҫӑ ҫыру ҫырса, Чӑваш Республикин наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова, Чӑваш Енӗн общество Палатин пайташӗ тата Чӑваш наци конгресӗн регионсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Владимир Тяпкин, Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ тата наци библиотекин Чӑваш наци культурипе библиографийӗн пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен Пӗрлешӗвӗн уйрӑмӗн председателӗ тата ыттисем те трибуна умне тухса калаҫрӗҫ. Тӗп доклад тӑваканӗ истори наукисен докторӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ тата ЧНАНИ вице-президенчӗ Лев Ефимов пулчӗ. Лев Архипович "Иван Яковлевич Яковлев _ чӑваш халӑхне Ҫутта кӑлараканӗ" темӑна тӗплӗн уҫса пачӗ.

Мероприятие Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пыракан "Эткер" фольклор ансамблӗ илемлетрӗ.

Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗн таврапӗлӳҫисем те ҫав форума хутшӑнчӗҫ. 10 ҫынран тӑракан делегацие таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Валерий Романов йӗркелесе ертсе кайрӗ. «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» ята кӑҫал хӗрлӗчутайсем виҫҫӗн тивӗҫрӗҫ: Кушлавӑш ялӗнчи Валерий Ельцов, Уйпуҫ ялӗнчи Гавриил Коротков тата Хӗрлӗ Чутай салинчи Петр Столяров. Вӗсем виҫҫӗшӗ те Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канура пулнипе час-часах Шупашкарти архивра хӑйсен ял историйӗсене, ҫемье йӑхӗсене тӗпчеҫҫӗ. Районӑн «Асӑну кӗнекине» кӑларма вӑрҫӑ участникӗсем пирки нумай материал тупса пачӗҫ. Ҫамрӑксене те ҫак таврапӗлӳ ӗҫне хутшӑнма чӗнсе калас килет: «Шырӑр, тупӑр, тӗпчӗр. Сирӗн ӗҫӗрсем те историе ҫырӑнса юлччӑр».

Елена ЧУБАЙКИНА, таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн секретарӗ

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6