ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Пирĕн хушăра пуçаруллă та тăван ен ырлăхĕшĕн çунакан çынсем пурри чăннипех те савăнтарать. Ку тĕслĕх çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе парать.
Çанталăк тăрук ăшăтса ячĕ, çумăрсем те çукаларĕç. Çавна май иртнĕ канмалли кунсенче Турхан ялĕнчи пушарпа кĕрешме меллĕ пултăр тесе хăтлăлатнă пĕвере шыв шайĕ хăпарса кайнă. Ку пĕвене иртнĕ çул пуçаруллă бюджетпа усă курса хăтлăлатнă. Анчах та ирĕлнĕ юр шывĕ хăвăрт аннă май пăрăх пысăк шыв юхăмне чăтайман, унăн диаметрĕ те пĕчĕкрех пулнă.
Çакна Турханта çуралса ỹснĕ пĕртăван Рудольфпа Андрей Крыцовсем асăрханă, вăхăта сая ямасăр пĕлтĕр ку вырăнта ĕçленĕ подрядчикпа çыхăннă. Етĕрнери "Перспектива" тулли мар яваплă обществăн ертỹçи Валериан Юрьевич Еремеев нумай кĕттермен, çийĕнчех ĕçе пуçăннă. Вăл 50 сантиметр диаметрлă тепĕр пăрăх хурса панă. Рудольфпа Андрей Крыцовсен пуçарăвне пула пĕвене татса кайма паман.
- Иртнĕ çул пиччепе иксĕмĕр ялти пĕвери шывпа пушарпа кĕрешес тĕллевпе усă курма май пултăр тесе пуçаруллă бюджет проекчĕпе ăна хăтлăлатма софинансировани пайне укçа хыврăмăр, ыттине бюджетран уйăрчĕç. Шел те, кăçал çанталăк тăрук ăшăтса ячĕ, шыв юххине пула çак пĕвене татса каяс хăрушлăх пурччĕ. Юрать, вăхăтра асăрханипе тата подрядчик хирĕçлемесĕр ĕçе вăхăтра пурнăçланипе пĕвене татса кайма памарăмăр. Эпир пиччепе хулара тĕпленнĕ пулин те, яла атте-анне патне тăтăшах килсе çỹретпĕр, хамăрăн тăван яла юхăнма парас килмест, - тет Рудольф Крыцов.
Пĕртăван Крыцовсен пуçарулăхĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пултăр. Кун пек çынсем ытларах пулсан пирĕн округ ешерĕ, аталанĕ.
Август 2026 |
