Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Паян хаçатăмăр 93 çул тултарчĕ

Категория: Актуально Опубликовано: 06.04.2023, 18:59 Просмотров: 450
Район хаçачĕн  ячĕ 7 хут улшăннă. Унӑн пĕрремĕш номерĕ 1930 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче "Коллективист" ятпа вырӑсла кун çути курнă, Етĕрнере пичетленнĕ. 1932 çулхи август уйăхĕнче хаçат - "Красночетаевец",  унтан "Путь Победы" ятсемпе вырăсла тухнӑ, сентябрьтен пуçласа чăвашла "Çĕнтерỹ çулĕ" ятпа тухма тытăннă. 1966 ҫултан - "Колхоз хаҫачӗ", 1976 ҫултан - "Коммунизм ҫулӗпе". 1991 çултанпа хаçат ячĕ - "Пирĕн пурнăç".
 
Паян хаçата кашниех килĕштерни, кĕтсе тăни иккĕлентермест. Вӑл кашни киле çитет тесен йăнăш мар. Çавăн пекех редакцин тепĕр массăллă информаци хатĕрĕ пур, вăл - электронлă "Пирĕн пурнăç" сеть кăларăмĕ. "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм" интернетри социаллă сетьсенчи ушкăнсенче те пирĕн хыпарсемпе паллашма май пур.
 
Мĕнпур вулакана, почтальонсене, обществăлла корреспондентсене район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 93 çул çитнĕ ятпа саламлатпӑр!
 
Хаçатăн кун-çулĕ вăрăм пултăр! Пирĕн пĕрле пулма çирĕп сывлăх пултăр! Пурин те ăнăçу, телей çулĕпе утасчĕ!

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6