ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июнĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 3-мĕшĕччен Тамбов хулинче салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиади иртнĕ. Раççей шайĕнчи çулсерен иртекен ăмăртусене çĕршывăн 49 регионĕн командисем хутшăннă.
Чăваш Республикин чысне Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди хỹтĕленĕ. Галина Александровна Мидюкова физкультура учителĕ ертсе пынипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен 10 яш: Максим Ербулаткин (командир), Иван Федоров, Дмитрий Мерзлайкин, Денис Сидоров, Денис Ремизов, Олег Ульянов, Юрий Сезяйкин, Максим Майоров, Петр Романов, Иван Яндуткин - эрне хушши хăйсене тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ. Çăмăл атлетика енĕпе чутайсем 49 командăран саккăрмĕш пулнă. Уйрăм кăтартусенче Иван Яндуткин турник çинче туртăнса 490 çамрăк хушшинче тăххăрмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех уйрăм ăмăртусенче Дмитрий Мерзлайкин, Денис Ремизов, Олег Ульянов япăх мар кăтартусем тунă.
Пысăк шайри ăмăртусене пĕрремĕш хут хутшăнакан 15-16 çулхи çамрăксем малти вырăна тухайман пулин те, киле хăйсен кăçалхи кăтартăвне çитес çул татах лайăхлатас ĕмĕтпе таврăннă.
А.СЕМЕНОВА.
Август 2026 |
