ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июнĕн 27-мĕшĕнче Кỹкеçре шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" (ГТО) физкультурăпа спорт комплексĕн çуллахи фестивалĕн республикăри тапхăрĕ иртнĕ. Фестивале 11-15 çулхи 70 ача хутшăннă.
Программăпа килĕшỹллĕн, çамрăк спортсменсем 60 тата 1500 метра чупнă, турник çинче туртăннă, мечĕке инçĕшне пенĕ, пневматикăллă винтовкăран пенĕ тата 50 метра ишнĕ. Асăннă фестивале Хĕрлĕ Чутай салинчи Вадим Иванов та хутшăннă. Вадим "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче Петр Кузьмин тренер патĕнче ăсталăхне туптать. Кăçалхи июнĕн 14-мĕшĕнче Вадим ГТО фестивалĕн Çĕмĕрле хулинче иртнĕ зонăри тапхăрĕнче мала тухнă, çапла майпа республика шайĕнчи фестивале хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Маттур арçын ача республика шайĕнчи ăмăртура та çухалса кайман, 346 очко пухса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Республикăри ГТО фестивалĕн кăтартăвĕсемпе Вадим Иванова Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командипе пĕрле Пĕтĕм Раççейри ГТО фестивальне хутшăнма суйланă. Асăннă фестиваль кăçал Крымри "Артек" кану центрĕнче октябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 6-мĕшĕччен иртет.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
