ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çурт-йĕр строительствине аталантарас, районта пурăнакансене туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе район администрацийĕ тĕллевлĕ ĕçлесе пыма тăрăшать. Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт строительстви пырать. Вăл 15 тата 17-мĕш çуртсем хушшинче меллĕ вырăнта вырнаçнă, шкулпа район больници те, лавккасемпе ытти социаллă объектсем те çывăхра. Çурт çумĕнчех ачасем валли спорт тата выляв площадкисем те пур.![]()
Аса илтеретпĕр, ку çурт виçĕ хутлă, 33 хваттерлĕ пулĕ. Строительство ĕçĕсене "Стройтрест-3" АО подряд организацийĕ пурнăçлать. Строительсем çуртăн виççĕмĕш хутне купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ, çи виттине тума тытăнаççĕ, шалти ĕçсене те пуçăннă.
Райадминистрацин строительство, çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Алина Ярабаева пĕлтернĕ тăрăх, юнашарах çакăн евĕрлĕ нумай хваттерлĕ тепĕр çурт тăвасшăн. Халĕ çурт строительствин проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлес ĕç пырать.
Август 2026 |
