ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне Хватукасси ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ентешсене халалланă çĕнĕ палăк уçăлчĕ. Палăртса хăвармалла, ăна пуçаруллă бюджетпа усă курса çĕклеме май килчĕ. Ун умне çитес эрнере ял халăхĕпе икĕ туя йывăççи тата сак лартма палăртатпăр.
Ваттисене асăнмалли кун хыççăн хамăр вăйпа Хватукасси çăви патĕнче пухăнса кайнă çỹп-çапа пуçтарса тирпейлерĕмĕр.
Виçĕ çул каялла Гагарин урамĕпе 1372 метр тăршшĕ тата çăва патне çити щебеньлĕ 500 метра яхăн çул сарнăччĕ. Çитес вăхăтра Советски урамĕнче 1000 метр тата Комсомольски урамĕнче 600 метр тăршшĕ çулсене щебеньпе сарасшăн. Строительство контракчĕсене алă пуснă.
Çул пирки сăмах пынă май, çакна та асăнса хăварасшăн. Ваçкаçырми патĕнчен пуçласа
Хватукасси таран 6900 метр тăршшĕ çул япăхса кайни пăшăрхантарать-ха. Кунта шăтăк-путăксене юсасан аван пулмалла. Кунти çула та йĕркене кĕртессе шансах тăратпăр.
Н.МИДЕЙКИН, Пантьăк ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ.
Август 2026 |
