ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июлĕн 3-мĕшĕнче райпо ĕçченĕсем Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне анлăн уявларĕç.
Чи малтанах райпо тытăмĕнче ĕçлекенсене уяв ячĕпе райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов ăшшăн саламларĕ, тăрăшуллă ĕçлекенсене пурне те тав турĕ, кăçалхи пĕрремĕш çур çулăн тавар çаврăнăшĕн планне ирттерсе тултарнисене палăртрĕ. Вĕсем: Трапайри лавкка - 111 процент, Атнарти 2-мĕш номерлĕ лавкка - 107 процент, Çĕн Атикассинчи лавкка - 104,7 процент, Иккĕмĕш Липовка лавкки - 103,5 процент, Ваçкаçырминчи лавкка - 102 процент, Тури Çĕрпỹкассинчи лавкка - 101,7 процент. Обществăлла апатлану предприятийĕсем хушшинче "Центральное" кафе плана 103 процентлăх тултарнă, "Пельменная" кафе - 108 процент, "Березка" ресторан - 105 процент, "Уют" кафе - 114 процент, "Волна" кафе - 105 процент, "Гриль-яш" кафе - 105 процент.
Ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе тата Тав сăмахĕсемпе чысларĕç.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
