Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Раççейĕн çар историйĕнчи паллă кунĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 03.07.2026, 13:32 Просмотров: 118

Июлĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта "Багратион" операцие пурнăçа кĕртнĕ май пирĕн танксем Минск хулине кĕрсе кайнă, Белоруссин тĕп хулине тăшмансенчен ирĕке кăларнă. Çак кун халĕ Белоруссинче Никама пăхăнманлăх кунне паллă тăваççĕ.

Июлĕн 7-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта вырăс флочĕ Чесмен çапăçăвĕнче Турци флотне аркатнă. Çак ятпа Иккĕмĕш Кĕтери патша медаль кăларма хушнă, унта пĕр сăмах - "Былъ" - тесе çырнă. Çакă Турци флочĕ текех пулманнине пĕлтернĕ.

Июлĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1709 çулта вырăс çарĕ пĕрремĕш Петĕр патша ертсе пынипе Полтава патĕнчи çапăçура шведсене çапса аркатнă.

Июлĕн 12-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Прохоровка патĕнче пысăк танк çапăçăвĕ пулнă, икĕ енчен те унта 1200 яхăн танк тата хăй тĕллĕн çỹрекен орудисем хутшăннă. Нимĕçсем 400 танкран 300-шне çухатнă, çакă вĕсемшĕн пысăк инкек пулнă. Çакăн хыççăн Курск патĕнчи çапăçура та пысăк улшăнусем пулса иртнĕ.

Июлĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта "Багратион" операци вăхăтĕнче Литва тĕп хулине Вильнюса ирĕке кăларнă.

Июлĕн 15-мĕшĕ. Çак кун 1410 çулта вырăс çарĕсем тата вĕсен союзникĕсем (литовецсем, чехсем, поляксем) Грюнвальд çапăçăвĕнче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ. Смоленск полкĕсем Тевтон орденĕн рыцарĕсене тытса чарнă. Çапла майпа нимĕçсене тата Европăри 22 çĕршыва туллин парăнтарнă.

Июлĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта Петр Румянцевăн вырăс çарĕ хăйĕнчен икĕ хут пысăкрах Турци çарне çапса аркатнă. Ларга юханшывĕ (хальхи Молдави) çинче çĕнтернĕшĕн Румянцев çар ертỹçисенчен пĕрремĕш Çветтуй Георгийĕн 1-мĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ.

Июлĕн 23-мĕшĕ. Çак кун 1240 çулта Нева çинче Александр Ярославич çарĕ шведсене аркатнă. Çакăн хыççăн шведсен çар пуçне Биргера амантнă Александр княçе хисеплĕ Невский хушма ят панă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6