ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июнĕн 26-мĕшĕнче округри 159 выпускникшăн ăсату каçĕ иртнĕ. Хыçра - уроксемпе, тăхтавсемпе, туслăхпа тулнă шкул çулĕсем. Çак уяв - шкулпа сывпуллашни çеç мар, çĕнĕ пурнăçăн пуçламăшĕ. Кашнинех хăйĕн тĕлĕнмелли çулĕ кĕтет. Палăртмалла, округри шкулсенче 11-мĕш класран 56 çамрăк вĕренсе тухнă, 103 ача 9-мĕш класс пĕтернĕ. Лайăх вĕренсе пынăшăн кăçал медале тивĕçнĕ çамрăксене палăртса хăварар-ха. Ылтăн медале Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Анна Николаевна Вазикова (вăл химипе пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 91 балл пухнă, биологипе - 95 балл), Полина Юрьевна Мидакова (историпе - 82 балл, обществознанипе - 90 балл), Маргарита Андреевна Чумбейкина (вырăс чĕлхипе - 94 балл, биологипе - 83 балл), Анна Владимировна Ярабаева (вырăс чĕлхипе - 86 балл, обществознанипе - 85 балл) тивĕçнĕ. Кĕмĕл медале Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Диана Николаевна Сидорова (физикăпа - 77 балл), Даниил Александрович Герасимов тата Анфиса Александровна Ульянова, çавăн пекех Çĕн Атикасси шкулĕнчи Роман Сергеевич Алжейкин илме тивĕç пулнă.
Малта - професси суйласси, студент пурнăçĕ... Ырă çул пултăр, выпускниксем!
Анна ВАСЮКОВА
Август 2026 |
