ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июнĕн 11-15-мĕшĕсенче Белгород облаçĕнчи Губкин хулинче 18-20 тата 21-23 çулхи çамрăксем хушшинче полиатлон енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ. Спортсменсем пилĕк енлĕ тупăшнă: снаряд ывăтнă, пневматикăллă винтовкăран пенĕ, ишессипе тупăшнă, 100 метрлă тата 3000 метрлă дистанцисене парăнтарнă. Унсăр пуçне 17-25 çулхи студентсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртнĕ.
Ăмăртусене Краснодар крайĕнчи, Белгород облаçĕнчи, Мускаври, Санкт-Петербургри тата çĕршыври ытти регионсенчи спортсменсем хутшăннă.
Палăртмалла, асăннă ăмăртусенче Чăваш Республикин чысне округри "Хастар" спорт шкулĕн вĕренекенĕ, хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче 1-мĕш курсра вĕренекен Вадим Иванов хỹтĕленĕ. Пултаруллă çамрăк Раççей ăмăртăвĕнче те, студентсем хушшинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче те ылтăн медальсене тивĕçнĕ. Каччă 388 очко пухса Раççей спорт мастерĕн ятне çирĕплетнĕ. Студентсем хушшинче иртнĕ ăмăртура çивĕч тупăшу пулнă. Унта çĕршыври 18 полиатлонист тупăшнă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
