ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕрлĕ Чутайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертсе пыракан ветеринари врачĕ Светлана Патрикеева республика шайĕнчи конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Июнĕн 20-мĕшĕнче Çĕрпỹ районĕнчи "Куснар" агрофирма никĕсĕнче мăйракаллă шултра выльăха искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен операторсем хушшинче республикăри 38-мĕш конкурс иртнĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие ĕç профессийĕсен ят-сумне ỹстерес тата яллă территорисене аталантарас тесе йĕркеленĕ. Асăннă тĕллевсем "Единая Россия" партин "Российское село" проекчĕпе пурнăçланаççĕ.
Ăмăртăва республикăри чи лайăх 36 специалист хутшăннă: 17-шĕ - сĕт хуçалăхĕн операторĕсем, 19-шĕ - ветеринари ĕçченĕсем. Конкурс тĕрĕслевĕсем специалистсен пысăк пĕлĕвне кăтартма май панă, вĕсем ĕçе туллин тата чунпа парăннине çирĕплетнĕ.
Палăртма кăмăллă, ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе ветеринари ĕçченĕсем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ертсе пыракан ветеринари врачĕ Светлана Николаевна Патрикеева иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
