ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Раççей кунĕнче, июнĕн 12-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамĕнче Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй - иртрĕ. Кăçал йăлана кĕнĕ уява Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç.
Патриотизм кăмăл-туйăмĕ пур çĕрлĕ сисĕнчĕ: лапамра хăна картишĕсем вырнаçрĕç, сцена çинчен салам сăмахĕсем янăрарĕç, уяв программи юрă-ташăпа пуян пулчĕ, спорт ăмăртăвĕсем те иртрĕç - пурте туслăх, пĕрлĕх пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартрĕ.
Ял ĕçченĕсене, ĕçре палăрнисене, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсене округ пуçлăхĕ Иван Михопаров саламларĕ, наградăсемпе чысларĕ.
Ялхуçалăх таварĕсене туса илекенсем хушшинче иртнĕ ĕç ăмăртăвĕнче пĕрчĕллĕ тата выльăх апачĕлĕх культурăсене туса илессипе "Коминтерн" ЯХПК-на çитекенни пулмарĕ, çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акассипе "Нива" ЯХПК палăрчĕ. Асăннă хуçалăхсем округ администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Уйрăм предпринимательсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче Валентина Николаевна Кузнецова чи лайăх кăтартусем тунă.
Механизаторсем хушшинче палăрнисене округ администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. МТЗ маркăллă урапаллă тракторпа ĕçлекенсем хушшинче çĕнтернисем: "Коминтерн" ЯХПК-ри Алексей Валерьевич Андреев - пĕрремĕш; "Коминтерн" ЯХПК-ри Сергей Геннадьевич Мадебейкин - иккĕмĕш; "СТК 21" ТЯО-ри Александр Александрович Шуськин - виççĕмĕш.
Т-150К, БТЗ-246, ХТЗ-172 маркăллă урапаллă тракторпа ĕçлекенсем хушшинче мала тухнисем: "Коминтерн" ЯХПК-ри Александр Владимирович Пушкин - пĕрремĕш; "Нива" ЯХПК-ри - Николай Александрович Сухарев - иккĕмĕш; "Коминтерн" ЯХПК-ри Лев Николаевич Кашкиров - виççĕмĕш.
Джон Дир тата Кировец маркăллă тракторсемпе ĕçлекенсем хушшинче палăрнисем: "Коминтерн" ЯХПК-ри Алексей Юрьевич Ивантаев - пĕрремĕш; "Нива" ЯХПК-ри Игорь Владимирович Кочеганов - иккĕмĕш; "Нива" ЯХПК-ри Петр Николаевич Мереськин - виççĕмĕш.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнçă" хаçатра.
Август 2026 |
