ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Нумаях пулмасть округри тĕп библиотекăра Пĕтĕм Раççейри перекетпе инвестицин 3-мĕш çемье фестивалĕ иртнĕ. Ăна йĕркелесе ирттерекенĕ - округ администрацийĕн финанс пайĕ. Унта Даниловсен, Ухтеровсен, Хохловсен, Сорокинсен çемйисем хутшăннă. Вĕсем фестивале хутшăнса финанс пĕлĕвĕ кашни çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине, укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмаллине, ултавçăсенчен асăрханма пултарнине кăтартса панă.
Çемье командисен тĕрлĕ енĕпе хăйсен пĕлĕвĕпе шухăшлавне палăртма тивнĕ. Малтанах "Сохраняй и приумножай" финанс квизĕ пулнă. Çемьесен хăвăрт хурав тупма, пуçватмăшсен тупсăмне шырама, пурнăçра тухса тăракан лару-тăрура пулма тивнĕ. Кашни команда ушкăнпа тĕрĕс утăм тума тăрăшнă. "Риски и страховка" кейс-вăйăра вара вĕсен хăйсене предприяти ертỹçи вырăнĕнче курмалла пулнă. Çемьесен хăйсен бизнесне сыхласа хăварас тесе тĕрĕс йышăнусем тума, страхлав полисĕсемпе те пĕлсе усă курма тивнĕ. Мероприятин виççĕмĕш конкурсĕнче укçа-тенке пĕлсе вырнаçтарса тупăш илме май паракан утăма тумалла пулнă. Командăсем конкурссенчи ĕçсене пĕлсе, ушкăнпа шутлама тăрăшнă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
