ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Юлашки çулсенче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе "Ниме - халăх бюджечĕ" программăпа округ территорийĕнче чылай проект пурнăçланчĕ. Кăçал та хĕрлĕчутайсем пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ.
Уйрăмах ĕçсем ялсенчи тĕрлĕ урамсенчи çулсене юсассипе, шыв пăрăхĕсене хывассипе, территорисене хăтлăлатассипе, пĕвесене тасатассипе, хытă каяшсене пухмалли площадкăсене тăвассипе, палăк лартассипе çыхăннă.
Кăçал округра пĕтĕмĕшле 155 миллион ытла тенкĕлĕх 66 проекта пурнăçа кĕртме планласа хунă. Паянхи куна 10-шне пурнăçланă ĕнтĕ, çавăн пекех подрядчиксем 12 объект çинче ĕçлеççĕ. Çак пуçарусене пурне те ял çыннисем йышăннă. Палăртмалла, пуçарулăх çинче никĕсленнĕ проектсемпе çак ялсенче кăçал çул юсас ĕç пырĕ: Калкассинчи Садовăй урамĕнче; Ваçкаçырминчи Çамрăксен урамĕнче 246-мĕш çуртран пуçласа 50-мĕш çурт таран, çак ялти Çамрăксен урамĕнчен пуçласа Çĕнĕ урам таран тата Çĕнĕ урамра; Мăн Этменти Çамрăксен урамĕнче вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула; Çĕн Атикассинчи Тĕп урамри çула масар таран; Тралькассинчи Майоров урамĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула; Питĕркассинчи Кубань урамĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула; Иккĕмĕш Хурашашри Шкул урамĕнче; Туканашри Лесная урамĕпе Тĕп урам патĕнчи тăкăрлăка; Тралькассинчи Шкул урамĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула...
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
