ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Юлашки вăхăтра ултавçăсем микрофинанс организацийĕсемпе Интернет урлă займ килĕшĕвĕсем тунă тĕслĕхсем ытларах тĕл пулма пуçларĕç.
Ултавçăсем юлташсен, пĕлĕшсен, тăвансен тата ытти çынсен ячĕпе мессенджерсене (МАХ, Телеграм тата ытти те) хăйсем улталама палăртнă çын патне "сăнỹкерчĕке" е "видеона" уçса пăхма пĕлтерỹ е СМС яраççĕ. Ку файлсем пурте ARK е HTML тытăмлă. Файл çине пуссан мобильлĕ хатĕр çине сиенлĕ хушăм ("вирус") вырнаçать. Кун хыççăн вирус телефонри СМС-а тата кунти даннăйсене курса вулама май парать. Çапла майпа вара ултавçăна Интернет урлă ултав серепине лекнĕ çын ячĕпе микрофинанс организацийĕсенче займсем илме ирĕк парать.
Асăрхануллă пулăр! Ултавçăсене хăвăр ятпа микрозаймсем илме чарас тесен Патшалăх пулăшăвĕсем (Госуслуги) урлă кредит илмешкĕн чару (самозапрет) вырнаçтармалла.
2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа "Патшалăх пулăшăвĕсем" портал е Нумай функциллĕ центр (МФЦ) урлă кредит илмешкĕн чару тума пулать. Ку чылай чухне потребитель займне пырса тивет, кирлĕ чухне чарăва каялла илме пулать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
