ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Константин Будков - çамрăк тухтăр. Вăл Хĕрлĕ Чутайри тĕп больницăра тăрăшать. Пушă вăхăтра спорт туризмĕпе кăсăкланать. Виçĕ çулта каччă чылай çĕрте пулса курнă, вун-вун километра хыçа хăварнă.
Шупашкартан - Чутая
Костя Шупашкарта çуралнă, ачалăхĕ Сургут тăрăхĕнче иртнĕ. Вăл 15 çулта чухне Будковсем тăван ене таврăннă. «Пĕчĕклех шапасемпе, нăрăсемпе выляттăм, вĕсене «сиплеттĕм». «Ку ача медик пулатех», - тетчĕç аслисем. Вĕсем калани те витĕм кӳчĕ ахăртнех. Шкулта хими урокĕсене юрататтăм. Йывăр тренировкăсене пула ура сыппи ыратма тытăнчĕ, больницăна çӳреме пуçларăм, çавăн чухнех унти лару-тăру килĕшнĕччĕ. 9-мĕш класранпа тухтăр пулас шухăшпа çунатлантăм», - аса илчĕ Константин.
Шкул хыççăн каччă И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-н медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 6 çул сисĕнмесĕр иртнĕ. 2025 çулта алла диплом илсен çамрăк специалист ĕçе кӳлĕннĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви сĕннипе ăна Хĕрлĕ Чутая ĕçлеме янă, пу-рăнмалли вырăнпа та тивĕçтернĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
