ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иртнĕ эрнере шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ, 1-8, 10-мĕш классенче вĕренекенсем валли каникул пуçланнине пĕлтерчĕç. Палăртма кăмăллă, 9-мĕшпе 11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансемпе танах вĕренỹре лайăх паллăпа ĕлкĕрсе пыракан ачасемшĕн те çав кун асра юлчĕ. 1-8, 10-мĕш классенче чи лайăх вĕренекенсене "5" паллăпа кăна вĕреннĕшĕн" Мухтав хучĕпе чысласа саламларĕç.
Хĕрлĕ Чутай шкулне, округри ытти шкулсемпе танлаштарсан, чылай ача пĕлỹ пухма çỹрет. 2025-2026 вĕренỹ çулĕнче кунта 570 ача вĕренчĕ, вĕсенчен 9-мĕшпе 11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем - 92-ĕн, ыттисем - 1-8, 10-мĕш классенче вĕренекенсем. Асăннă шкула Шулю, Пĕрремĕш Липовка, Ачкасси, Туктамăш, Серенкасси, Калкасси, Тумликасси, Ишеккасси, Енкĕлт, Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Атнар, Хусанушкăнь, Карăкçырми ялĕсенчи ачасем çỹреççĕ.
Паянхи кăларăмра вара "5" паллăпа кăна вĕреннĕшĕн" Мухтав хутне тивĕçнисене ятранах асăнас килет. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем - 30-ăн, вĕсем: Ирина Мамуткина, Матвей Матвеев, Юлия Сорокина, Юлия Ухтерова, Арина Шурбя, Леонора Юшкина, Егор Тимешков, Иван Тимешков, Виктория Макарова, Михаил Патьянов, Кира Казайкина, Анна Кряжина, Евгений Данилов, Анастасия Куропаткина, Анна Масленникова, Валентина Михеева, Олеся Назарова, Полина Барышникова, Злата Григорьева, Кирилл Данилов, Елисей Чумбейкин, Екатерина Тверскова, Елена Абакумова, Роман Воробьев, Ника Михопарова, Дамир Платонов, Глафира Спиридонова, Максим Швецов, Наталья Хорайкина, Максим Степанов.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
