ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çар заданийĕнчен таврăннă чухне вĕсем çине "кайăк" вĕçсе килнĕ. Уйрăм командирĕ машинăна чартарса часрах сиксе тухнă та ăна сунар пăшалĕнчен икĕ хутчен персе антарнă. Дрон çума-çумăн тăрса çапăçакан виçĕ юлташне, вĕсене хирĕç килекен "Урал" водительне пурнăçран уйăрма пултарнă вĕт.
Иккĕмĕш шанăç çук
"Ку вăл - пирĕн кулленхи ĕç", - терĕ ятарлă çар операцийĕнче "Охотник" йыхравпа çỹрекен Юрий Мартынов. Çак хушма ята суйлани ахальтен мар - вăл сунарçă. 2010 çулта лицензиллĕ пулса пăшал илнĕ. Тĕл перес ăсталăх Юрăн çамрăклах туптаннă, çарта чухне те ку енĕпе палăрнă вăл.
Ятарлă çар операцийĕнче сунар пăшалĕ тĕрлĕ йышши дронсемпе кĕрешме питĕ кирлĕ хĕç-пăшал пулнине чылай салтакран илтме тỹр килнĕ. Вĕсем каланă тăрăх, автоматран е пулеметран БПЛА-на персе антарма йывăртарах. Шултра йĕтрепе авăрламалли пăшал пысăкрах лаптăка сиенлетме пултарать, позицисем çийĕн явăнакан дрона лайăхрах лектерет. Анчах Раççей çарĕнче ку хĕç-пăшалпа усă курассине официаллă майпа кĕртмен. Ăна ытларах волонтерсем ярса параççĕ. Хĕрỹ вырăнта кун йышши пăшалпа усă куракансем дронсемпе кĕрешнине кăвакал тытма сунара тухнипе танлаштараççĕ. Дрон вĕçсе килнĕ чухне самант та питĕ пĕлтерĕшлĕ - тĕллемелле те лектермелле, мĕншĕн тесен шăпа иккĕмĕш шанăç памасан та пултарать. Тĕл тивертейменнишĕн вара çухатупа саплаштарма тивет, сунарçăн тупăшĕпе мар, хăвăн е юлташăн вилĕмĕпе.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
