ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак хитре сăнỹкерчĕксенче - Калкасси ялĕнчи чарăну. Ку чарăнуран шкул ачисем ларса каяççĕ.
Ăна сăрласа илемлетекенĕ - çак ялта ỹссе çитĕннĕ пирĕн ентеш Станислав Маков ỹнерçĕ. Ялти çынсем ыйтнипе вăл чарăнăва ỹкерсе хитрелетнĕ, унтан чăн-чăн арт-объект туса хунă. Кунта халĕ кĕнекесем, ручкăсем, кăранташсем, саспаллисем, цифрăсем, глобус тата савăнăçлă смайликсем «пурăнаççĕ». Çаксем пурте ачасене савăк кăмăл-туйăм парнелемелле. «Учись! Мечтай! Твори!» çырни - сĕнỹ кăна мар, çамрăк пассажирсем валли чăн-чăн девиз пулса тăрать. Ашшĕ-амăшĕпе шкул ачисем асăннă пуçарупа питĕ кăмăллă.
Станислав Петрович Маков – Калкасси ял каччи. Унăн Турă пани пур - ỹнер тĕнчи Стаса ачаранах илĕртме пуçланă. Амăшĕ каланă тăрăх, ỹкерес талант ачана ашшĕ енчи йăхĕнчен куçнă. Ик-виç çулта чухнех Стас урама выляма тухмасăр нумай хушă ỹкерсе е сăрласа ларма пултарнă. Çак туртăма асăрхасанах ашшĕ-амăшĕ, кукамăшĕ ачана сăрламалли хатĕр-хĕтĕр туянса пама тытăннă. Тепĕр чухне ача хăех канфет вырăнне сăрă, кăранташ таврашĕ илсе пама ыйтнă. Аслă классенче каччă пур-çук укçапа строительсен сăрине туянса хăйĕн пултарулăхне стенасем çинче тĕрĕслесе пăхма пуçланă.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
