ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Округри аграрисем - «Нива», «Коминтерн» ЯХПК-сем, «СТК 21» ТЯО, «Свобода» колхоз - çурхи ăшă та хĕвеллĕ кунпа усă курса çуракине тухнă, кĕрхи культурăсемпе ну-май çул ỹсекен курăксене апатлантарса пĕтернĕ. «Пакша» тата «Деметра» ТЯО-сем те кĕрхи культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарнă, сỹреленĕ.
Округра планпа çурхисене пĕтĕмпе 7600 гектар çинче акмалла. Майăн 21-мĕшĕ тĕлне асăннă культурăсене 1200 гектар çинче акса хăварнă.
Çавăн пекех «Коминтерн» ЯХПК 100 гектар çинче кукуруза акнă, планпа - тепĕр 565 гектар акмалла. «Нива» ЯХПК та 200 гектар çинче кукуруза акĕ.
«Хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса аграрисем кашни кунпа усă курма тăрăшаççĕ. Шел те, культурăсем сиенленни те пур: «Коминтерн» тата «Нива» ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, Владимир Никитин хресченпе фермер хуçалăхĕнче. Çĕр пулса çитеймен пирки техника та çĕмрĕлет, çакă ĕçсене пурнăçлама чăрмав кỹрет», - палăртрĕ ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Алина Абаськина.
Çурхи ака ĕçĕсем çанталăка пула иртнĕ çулхинчен виçĕ эрне каярах пуçланчĕç пулин те, аграрисем палăртнă тĕллевсене вăхăтра вĕçлессе шанатпăр.
Анна ВАСЮКОВА
Август 2026 |
