ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Этем çутçанталăкри пысăк инкексене хирĕç тăрайманни паллă.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче çулăмпа асăрханмасăр усă курнăран типĕ курăк çуннă 33 тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕтĕмпе - 20 гектар лаптăк çинче. Типĕ курăк çунтарнă чухне 1 çын пиçсе кайнă, çулăм сарăлнипе 8 çурт-хуралтă пĕтнĕ.
Аса илтеретпĕр: апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушара хирĕç режим вăйра. Çавна май ку тапхăрта коммерциллĕ мар сад юлташлăхĕсенче, вăрмансенче, ялсенче кăвайт чĕртме, çỹп-çап, типĕ курăк çунтарма юрамасть. Мангалпа тата ытти хатĕрпе усă курса шашлык ăшалани те - йĕркене пăсни. Сỹнтермен пирус тĕпне çĕре пăрахмалла мар. Çынсем типĕ курăк, çỹп-çап çунтарнине курсан вĕсем патне пырса ку хăрушлăх кăларса тăратни пирки аса илтермелле. Ку ыйтупа ачасемпе те калаçмалла.
Пушара хирĕç режим вăйра пулнă чухне йĕркене пăссан штраф тỹлеттереççĕ. Граждансен - 10-60 пин, харпăр усламçăсен - 60-80 пин, учрежденисемпе организацисен 400-800 пин тенкĕ тỹлеме тивĕ. Пушар çын пурлăхне е сывлăхне сиен кỹрсен граждансен 40-50 пин тенкĕ штраф тỹлемелле. Пурлăха асăрханмасăр сиен кỹнĕшĕн РФ УК-н 168-мĕш статйипе килĕшỹллĕн уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Айăплав çирĕп: 120 пин тенкĕ таран штраф хума е 1 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Çулăм вăрман çине куçрĕ пулсан РФ УК-н 261-мĕш статйипе килĕшỹллĕн явап тытма тивĕ, штраф - 500 пин тенкĕ таран. 4 çул таран ирĕксĕр хăварма та пултараççĕ.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
