ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Туррăн ырлăхĕпе хăвачĕ çỹлтен аннине туятăн Çулçỹревĕн малалли пайĕ хĕрарăмсен Киево-Никольски ятлă мăнастирĕнче тăсăлчĕ. Кунта та пире тараватлăн та ăшшăн кĕтсе илчĕç. Манаха кĕме хатĕрленсе ĕçлекен Татиана мăнастир кун-çулĕн историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Эпир ăна питĕ тимлĕ итлесе вăл каланине пурте ăша хывма тăрăшрăмăр. Мăнастир 1603 çулта никĕсленнĕ, историйĕ пуян та тумхахлă пулнă. Кĕскен каласан, темĕн те курнă, темĕн те тỹснĕ. 1671 çулта вăл хресченсен Степан Разин пăлхавĕ вăхăтĕнче çунса кайнă. Тепĕр темиçе теçетке çултан ăна çĕнĕрен çĕкленĕ. 18 ĕмĕрте кунта Екатерина патша пулнă хыççăн кирпĕчрен купаланă çĕнĕ хăватлă чиркỹсем (храм Покрова Пресвятой Богородицы, Вознесения Господня) ỹссе ларнă.
1919 çулта мăнастире хупнă, чансене илсе антарнă, усă курнă мĕнпур япаласемпе турăшсене илсе кайнă. Çурчĕсенче шкул, культура çурчĕ, библиотека уçнă. Çапла вара 70 çул иртнĕ хыççăн кунти çуртсене тепĕр хутчен юсаса çĕнетме тытăннă. Ăна çĕклес тесе улатăрсем хытă тăрăшнă, килĕрен укçа-тенкĕ пухнă, сăваплă вырăна пырса ĕçленĕ, тĕрлĕ майпа пулăшу панă. Çапла мăнастир тепĕр хут чĕрĕлсе илемленсе ларнă. Виçĕ чиркỹрен иккĕшĕнче кĕлĕсем яланах янăраççĕ, уявсенче хĕреслĕ çỹреве тухса чиркỹсем йĕри-тавра çаврăнса, литурги ирттерсе чăн тĕн çыннисем Иисус Христоса юратнине кăтартаççĕ. Лăпкă кунта, 40 ытла чăн-чăн кĕлĕ йăмăкĕ пурăнать, пур çĕрте те тирпей-илем, чечексем.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
