ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çĕнтерỹ кунĕнче Тралькасси ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, Сăр хỹтĕлев чиккин строительствине хутшăннă Раиса Михайловна Ижендеева хăйĕн 100 çулхи сумлă юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак ятпа кинемей çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен, хăнасенчен салам сăмахĕсем йышăннă.
Раиса Михайловна Тралькассинчи нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Унăн ачалăхĕ йывăр вăрçă çулĕсене тивнĕ, хĕрача аслисемпе тан вăй хунă. Çак йывăрлăхсене çĕнтерни унăн характерне çирĕплетнĕ, пурăннă кашни куна хаклама вĕрентнĕ.
1941 çулта 15 çулхискер вăл ытти хĕрсемпе тата хĕрарăмсемпе хỹтĕлев чиккисене тунă çĕрте тар тăкнă. "Питĕ йывăр пулнă, шартлама сивĕре те ĕçе пăрахăçламан. Эпĕ чирлесе ỹкрĕм. Ман вырăна кам ĕçлĕ? Аннен кайма тиврĕ", - аса илет ветеран.
1944 çулта Раиса Михайловнăна тата колхозра ĕçлекен ытти çамрăк хĕрсене васкавлă пулăшăвăн медицина сестрисем пулма вĕренме янă. Ултă уйăхлăх курссем Хĕрлĕ Чутайра иртнĕ. Вăл Етĕрнепе Çĕмĕрле районĕсем хушшинчи çулпа вăкăрсем кỹлсе çула тухнине паянхи кун та лайăх астăвать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
