Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Питбайк - тетте мар: правасăр ачасене пысăк штраф кĕтет

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2026, 15:48 Просмотров: 301

Çуллахи каникул çывхарнă май çулсем çинче каллех мотоциклпа чупса ăмăртакан çамрăксем курăнма пуçларĕç. Ашшĕ-амăшĕ права, çул-йĕр правилисем çинчен манса кайса ачисене питбайксем, мотоскутерсем тата мотоциклсем туянса парать. Аслисен ачасен савăнăçĕ инкекпе вĕçленме пултарнине шута илмелле.

Шкулсенче хăрушсăрлăх урокĕсем ирттернĕ хыççăн та ачасем çул çине мототехникăпа тухаççĕ. Вĕсем пысăк хăвăртлăхпа çỹрени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Уйрăмах çуллахи каникул вăхăтĕнче кун пеккисен йышĕ ỹсет, мĕншĕн тесен чылай ашшĕ-амăшĕ хулара пурăнакан ачисене аслашшĕпе асламăшĕ е кукамăшĕпе кукашшĕ патне ял-салана ăсатать. Чылай чухне хăна-сем техникăна аслисенчен ыйтмасăр илеççĕ, вырăнти çулсене пĕлмесĕр чупаççĕ.

Ашшĕ-амăшне пĕлме:

- Правасăр ачана (16 çултан) çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсем тытса чарсан аслисен тĕпренчĕкĕсемшĕн 5-15 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивет. Унсăр пуçне техникăна çул-йĕр инспекцийĕн сортудникĕсем ятарлă вырăна илсе каяççĕ. Транспорт унта тăнă вăхăтшăн та тỹлес пулать.

- Енчен те эсир хăвăр ачăра ярăнма ирĕк патăр пулсан, ("пĕр минутлăха" пулин те), штраф сумми 30 пин тенкĕпе танлашать (РФ КоАП-ĕн 12.7 статйипе).

- Енчен те ача 16 çултан кĕçĕнрех пулсан, ашшĕ-амăшне РФ КоАП-ĕн 5.35 статйипе явап тыттараççĕ - материалсене çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси пăхса тухать.

- Шлем тăхăнманшăн 1000 тенкĕ кăларса хума тивет (тĕрĕслеве 2025 çултанпа вăйлатнă).

Питбайк - хупă трассăсем тăрăх ярăнмалли спорт инвентарĕ. Унпа пурте усă куракан çулсем çинче чупма юрамасть. Сирĕн ачăр правасăр тата регистрацисĕр çỹресе инкеке лексе аманма, çамрăк пурнăç ирех татăлма пултарать. Вăл ыттисемшĕн те хăрушлăх кăларма пултарать.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене водитель удостоверенийĕ илмесĕр мототехника илсе пама ан васкăр. Çакăнтан сирĕн ачан пурнăçĕ килет.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6