ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Палăртмалла, апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 12-мĕшĕччен хăтлăх кĕртмелли обществăлла территорисене суйласа илессишĕн çулсерен иртекен Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлав пырать. Вăл "Пурнăç инфратытăмĕ" наци проекчĕн "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераци проекчĕ шайĕнче иртет. Сасăлав çĕнтерỹçисем пирки июнĕн 12-мĕшĕнче - Раççей кунĕнче - пĕлĕпĕр.
Аса илтеретпĕр, кăçал регионта пурăнакансем 26 общество лаптăкне суйласа илĕç. Çитес çул та парксене, скверсене, юханшыв хĕррисене, ача-пăча тата спорт лапамĕсене хăтлăлатĕç.
Сасăлава çĕршывра пурăнакан 14 çултан аслăрах кирек хăш çын та хутшăнма пултарать. Хăтлăх кĕртмелли территоришĕн za.gorodsreda.ru платформăра сасăлама пулать. Çакна валли Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă авторизаци тумалла та хăвăра килĕшекен объекта суйласа илмелле.
Çавăн пекех волонтерсем урлă сасăлама пулать. Вĕсем кунта пурăнакансене объектсемпе паллаштарĕç, сасăлама пулăшĕç.
Палăртмалла, хĕрлĕчутайсен сасăлава хутшăнса Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнчи виçĕ пĕве территорине хăтлăлатасси (4-мĕш тапхăр) е Придорожнăй урамĕнче çĕнĕ хăтлă кану зонине йĕркелесси пирки хăйсен сассисене палăртмалла. Çĕнтернĕ проект федераци бюджетĕнчен укçа-тенке тивĕçĕ. Ăна 2027 çулта пурнăçа кĕртĕç.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
