ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче округри "Халăхсен туслăхĕ - Раççей пĕрлĕхĕ!" ăслăлăхпа практика конференцийĕ ăнăçлă вĕçленчĕ. Унта вĕренекенсемпе чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç. Педагогсем хăйсен опычĕпе, вĕренекенсем тĕпчев презентацийĕсемпе паллаштарчĕç.
Конференци икĕ секципе иртрĕ, ăна вĕренекенсем тата педагогсем валли йĕркелерĕç. Вăл тĕрлĕ номинацисемпе иртрĕ. Конференцире ал ĕçĕсен конкурсне те пĕтĕмлетрĕç.
Вĕренекенсем хушшинче "Наци литературинчи туслăх теми" номинацире Çĕн Атикасси шкулĕнчи Арина Шатаева виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ (наставникĕ - Н.Яковлева). "Манăн тăван енĕм - Раççей пĕчĕк пайĕ" номинацире Хĕрлĕ Чутайри Карина Константинова (В.Иванова) тата Питĕркассинчи Дарина Михуткина (Л.Жукова) пĕрремĕш пулчĕç. "Халăхсен туслăхĕ - Раççейĕн пĕрлĕхĕ" номинацире Атнар шкулĕнчи Ангелина Майорова (Л.Ешмейкина) тата Мăн Этмен шкулĕнчи Игорь Казаков (Т.Горбунова) çĕнтерчĕç.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
