ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Ен Правительстви больницăсене пĕрлештерессине ырланă.
Çапла, Элĕк район больници Хĕрлĕ Чутай çумне пĕрлешĕ. Халĕ икĕ медицина учрежденийĕ те 11 пиншер ытла çынна пулăшупа тивĕçтерет. Пĕрлештерсен пациентсен йышĕ 22,8 пин çын пулĕ.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак больницăсенче 0,5 ставкăпа ĕçлекен специалистсем пур. Çавăнпа та тухтăрсем социаллă пулăшу мерисене илеймеççĕ. Çĕнĕлле йĕркеленĕ (реорганизаци) хыççăн тулли ставка пулĕ, шалу 8,6 процент ỹсĕ.
Çавăн пекех асăннă округсенче пурăнакансем валли çĕнĕ "Элĕк - Хĕрлĕ Чутай" автобус рейсĕсем уçăлĕç. Çакна пациентсене вырăна çитме меллĕрех пултăр тесе йышăннă. Билет хакĕ карттăпа тỹлесен - 102 тенкĕ, укçан тỹлесен - 128 тенкĕ. Сăмах май, Патăрьел район больници çумне Шăмăршă тата Елчĕк район больницисене пĕрлештерĕç.
Август 2026 |
