ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн апрелĕн 15-мĕшĕнчи 45-мĕш номерлĕ "Патшалăх наградисемпе чысласси çинчен" Указĕпе пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр, Сорăм ялĕнче пурăннă, халĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, паянхи кун Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕнче тăрăшакан Александр Петрович Самылкин Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Сăмах май, хисеплĕ çыннăмăр Александр Петрович апрелĕн 19-мĕшĕнче 75 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Пирĕнтен чылайăшĕ Александр Самылкина лайăх пĕлет. Вăл 1982 çултан тытăнса Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕнче тăрăшнă. 1986-1992 çулсенче районти ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ, халăх депутачĕсен Канашĕн председателĕ, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1992 çулта вăл районти çыхăну уйрăмне ертсе пынă. 1993-1997 çулсенче Александр Петрович федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕн çумĕнче вăй хунă. Унтан 1997-1998 çулсенче Шупашкарти "Волголес" генеральнăй директорĕн çумĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппарачĕн консультантĕнче тимленĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
