ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Халăх йышлă пухăнакан вырăнта - урамра, транспортра, музейсенче, кафесенче, лавккасенче - харпăр хăйне тытма пĕлни вырăнлă. Мĕншĕн тесен çынсем ỹсĕмне, шухăшлавне кура пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнине асăрхатăн. Çавăнпа та харпăр хăйне йĕркеллĕ тытмалла, çынсемпе толерантлă пулмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле.
Эпир, воспитательсем, шкул çулне çитмен ачасене обществăлла вырăнсенче хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентетпĕр, хăнăхтаратпăр. Çавна май шăпăрлансемпе тĕрлĕ занятисем ирттеретпĕр, музейсене çитсе куратпăр, экскурсисене çỹретпĕр.
Акă, нумаях пулмасть вĕсемпе тĕрлĕ лару-тăрура пулса куртăмăр: "Кам ытларах ăшă сăмахсем пĕлет?", "Телефон калаçăвĕ", "Туслă ушкăн". Çак темăпа иллюстрацисемпе паллашрăмăр, "Мĕн вăл лайăх, мĕн вăл япăх?" дидактика вăййине ирттертĕмĕр.
Пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва йĕркелеме пĕлни малашнехи пурнăçра кирлĕ пулĕ.
Алина ЯСТРЕБОВА, Мишеркасси шкулĕ çумĕнчи "Утмăл турат" ача сачĕн воспитателĕ
Август 2026 |
