ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Февралĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 9-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри шкул хорĕсен "Раççей ачисем юрлаççĕ" фестивалĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Мероприятие йăлана кĕнĕ Раççейĕн ăс-тăнпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене çамрăк ăру патне çитерес, патриотизмла воспитани парас, гражданлăх пĕрлĕхне çирĕплетес тесе йĕркеленĕ, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Вăл "Единая Россия" партин "Майсен тĕнчи" тата "Çамрăксем тата ачасем" наци проекчĕсемпе пурнăçланса пырать. Çавăн пекех фестивалĕн тĕллевĕсенчен пĕри - шкул хорĕсен дирижерĕсен професси ăсталăхне ỹстересси.
Çак пĕлтерĕшлĕ конкурса Çĕн Атикасси шкулĕн "Çеçпĕл" ансамблĕ хастар хутшăннă.
Палăртма кăмăллă, Çĕн Атикасси шкулĕн хорĕ Пĕтĕм Раççейри шкул хорĕсен "Раççей ачисем юрлаççĕ" фестивалĕнче Диплома тивĕçнĕ. Музыка учителĕ Николай Данилов ертсе пынипе ачасем çĕнĕ çитĕнỹ тума тата хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма пултарнă.
Ачасене малашне те пултаруллă пулма, çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр.
Хамăр корр.
Август 2026 |
