ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Апрелĕн 7-мĕшĕнче çĕршывра Пĕтĕм Раççейри ача кĕтекенсен кунне паллă тăваççĕ. Вăл - пулас амăшĕсене пулăшма, çемье хаклăхĕсене çирĕплетме тата ача çуратассине ỹстерме чĕнсе калакан уяв. Шăпах çак тĕллевпе округри ача кĕтекен хĕрарăмсене Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмĕнче пухрĕç. Мĕншĕн тесен шăпах апрелĕн 7-мĕшĕнче - Пăлхавăшни, вырăсла ăна Благовещение теççĕ. Сăмах ырă хыпар çинчен пырать. Тĕрĕсрех каласан, шăпах çак кун Чăн Таса Турă Амăшĕ патне ангел аннă, вăл Иисус Христоса çуратасси пирки пĕлтернĕ.
"Амăшлăх савăнăçĕ" тĕлпулу ирхи кĕлĕрен пуçланчĕ, ăна храм настоятелĕ Максим Зарубин протоиерей вуларĕ. Вăл уява хутшăннисене саламларĕ, пулас амăшĕсене çемье хаклăхĕсене тата йăли-йĕркине упрамаллине каларĕ.
Мероприятире специалистсем те - Наталья Паденова врач-акушер-гинеколог, Дарья Осипова психолог, Социаллă фондăн клиент службин ертỹçи Алина Ежеева, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕ Валентина Таерова, ЗАГС пайĕн начальникĕ Алина Мурайкина - пулчĕç.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
