ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçалхи çуркунне çăмăл мар тĕрĕслевсем илсе килчĕ: ейĕве пула шыв шайĕ хăпарчĕ, Утаркассинче, Шулюра тата Мишеркассипе Пантьăк салисенче пăрăх каçăсене сиенлерĕ.
Сиенĕн хакне палăртас тĕллевпе ятарлă комисси асăннă вырăнсене çитнĕ, Утаркассинче тата Мишеркассинче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Çынсем пулса тухнă лару-тăрăва ăнланнине палăртмалла.
Çавăн пекех ейĕве пула Вишенер ялĕ çывăхĕнчи автомобиль çулĕн лаптăкне шыв илнĕ. Мониторинг кăтартăвĕпе кунта шыв шайĕ чакнине палăртнă. Хальхи вăхăтра ял патне каякан çул уçă.
Унсăр пуçне Хăмарккапа Туканаш ялĕсенче тата Атнар салинче пăрăх каçăсем сиенленнĕ.
Хальхи вăхăтра проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Анчах та шыв шайĕ тытăнса тăнă пирки ĕçсене пуçăнма май çук. Апла пулин те асăннă сиенленнĕ лаптăксенче иртсе çỹремелли вăхăтлăх каçăсем тăвĕç.
Сиенленнĕ лаптăксен пĕтĕмĕшле тăкакĕ 10 миллион ытла тенкĕпе танлашать. Лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ. Округ пуçлăхĕ Иван Михопаров та ку ыйтăва тимлĕхре тытать. Хисеплĕ граждансем, инкеклĕ лару-тăру сиксе тухнине асăрхасан çийĕнчех 112 номерпе шăнкăравлăр.
Август 2026 |
