ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Апрелĕн 4-мĕшĕнче çĕршывăн тĕп хулинче 15-мĕш Пĕтĕм Раççейри "Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерỹçĕсене марш!" конкурс иртнĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 81 çул çитнине халалланă. Смотр çамрăк армеецсен, кадетсен тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсен 30 командине пухнă.
Палăртма кăмăллă, кадетсен класĕсем хушшинче республика чысне Хĕрлĕ Чутай шкулĕн "Арсенал" кадет класĕ хỹтĕленĕ. Вăл черетлĕ хут çарти строй конкурсĕнче чи пысăк балл пухса çĕнтернĕ. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле команда зачетĕнче Калашников автоматне сỹтсе тата пухса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кадет взвочĕн командирĕ Софья Петрова вице-кĕçĕн сержант грамотăна тивĕçнĕ. Виктория Солдаткина вара Калашников автоматне сỹтсе пухса виççĕмĕш хутчен чи лайăх кăтартупа палăрнă. Çакна вăл 16,7 çеккунтра пурнăçланă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
