ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
"Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн председательне Альбина Борисовна Новикована регионта тата унăн тулашĕнче палламан çын сахал пулĕ. Унпа Чăваш Республики кăна мар, Раççей те мăнаçланать, унăн ĕçне пысăк хак парать. Акă, нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата ĕçе чунпа парăннăшăн ăна "Раççейĕн агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят парса чысланă. Нумаях пулмасть депутатсемпе иртнĕ тĕлпулура та вăл обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн тата ялхуçалăх отрасльне аталантарма пысăк тỹпе хывнăшăн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван Тав çырăвне илме тивĕç пулчĕ.
Альбина Борисовна 48 çул ĕнтĕ хăйĕн кун-çулне ялхуçалăхне халалланă, вĕсенчен 31 çулне вăл "Коминтерн" кооператива ертсе пырать. Вăл ăнăçлă ертсе пынипе "Коминтерн" хуçалăх чылай çул лайăх кăтартусемпе палăрать, çултан-çул аталанса пырать. Ĕçне кура Альбина Новикована чылай наградăпа чысланă. Маларах Альбина Борисовна "Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" тата "Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятсене тивĕçнĕ. Вăл - Хĕрлĕ Чутай районĕн тата Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ, çавăн пекех ăна "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăланă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
