ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Куратпăр ĕнтĕ, юлашки çулсенче пуçаруллă бюджет программипе усă курса округ территорийĕнче чылай проект пурнăçланчĕ. Кăçал та хĕрлĕчутайсем пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ. Çак ыйтупа çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатас тесе округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кỹрессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕпе Вера ЯРАБАЕВАПА курса калаçрăмăр.
- Вера Ивановна, пуçаруллă бюджет программипе усă курас енĕпе округра ĕçсем епле пынине каласа парсамăр, тархасшăн.
- Пуçарулăх çинче никĕсленнĕ программăпа усă курса эпир муниципаллă округ территорийĕнче юлашки çулсенче сахал мар проект пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Çавна май ялсенчи тĕрлĕ урамсенчи çулсене юсарăмăр, шыв пăрăхĕсене хыврăмăр, тĕрлĕ территорисене хăтлăлатрăмăр, ачасем валли вылямалли вырăнсем тата спортпа туслă пулмашкăн лапамсем йĕркелерĕмĕр. Апла пулин те тумалли ĕçсем татах пур-ха.
- Иртнĕ çул кун евĕр миçе проект пурнăçа кĕчĕ-ха?
- Палăртмалла, 2025 çулта пуçаруллă бюджет шайĕнче пурĕ 124 миллион ытла тенкĕлĕх 68 проекта пурнăçа кĕртĕмĕр. Çав шутра:
- 29 проектпа вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене 78 миллион та 405 пин тенкĕлĕх юсарăмăр (11,6 километр çула асфальт, 6 километрне вак чул сартăмăр);
- 22 проектпа 20 миллион та 900 пин тенкĕлĕх хăтлăх кỹтĕмĕр;
- пилĕк проектпа 5 миллион та 104 пин тенкĕлĕх пилĕк палăк лартрăмăр;
- виçĕ проектпа 6 миллион та 460 пин тенкĕлĕх пĕвесем тасатрăмăр;
- тăватă проектпа халăха шывпа тивĕçтерме 7 миллион та 754 пин тенкĕлĕх ĕç турăмăр (2,1 километр шывпа тивĕçтермелли сеть хыврăмăр тата икĕ башня юсарăмăр);
- пилĕк проектпа 5 миллион та 95 пин тенкĕлĕх спорт площадкисене вырнаçтартăмăр.
Çакна та асăнмалла, 2025 çул Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕ пулчĕ. "Çĕнтерĕве 50 çул" паркра ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă лапама хăтлăлатас ĕçе малалла тăсрăмăр (8,5 миллион ытла тенкĕлĕх).
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
