ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Март уйăхĕн 14-мĕшĕнче округра «Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ» фестиваль иртнĕ. Кăçал ку ăмăрту 20-мĕш хут йĕркеленнипе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Шахмат ăстисем Совет Союзĕн Геройĕсене И.В.Индряковпа А.Р.Логинова халалланă турнир кубокĕшĕн кĕрешнĕ.
Юбилейлă 20-мĕш хут иртекен спорт мероприятине республикăри 17 хулапа округран пурĕ 118 çын пухăннă. Турнир вĕçĕнче тĕрлĕ ỹсĕмри çĕнтерỹçĕсене - пуçламăш класс ачисенчен пуçласа ĕç ветеранĕсем таран - кубоксемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.
Абсолютлă çĕнтерỹçĕсем çаксем (ỹсĕмне кура): Семен Аливанов, Виктория Петрова, Андрей Савельев, Дарья Еремеева, Даниил Еремеев, Светлана Матюшкина, Андрей Григорьев, Кристина Епифанова.
Çĕнтерỹçĕсем тата призерсем: 1-2-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче пьедесталăн пур картлашкине те шупашкарсем йышăннă - Семен Аливанов, Георгий Королев, Владислав Алексеев тата Роман Морозов. Хĕрачасем хушшинче Валентина Щербакова - пĕрремĕш, Ксения Орлова (Хĕрлĕ Чутай округĕ) - иккĕмĕш.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
