ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Тăван кĕтес кашни çын чĕринче уйрăм вырăн йышăнать. Çуралса ỹснĕ ял шăпишĕн чунне паракан çынсем пирĕн хушăра пурри кăмăла çĕклет. Вĕсем - чăн-чăн патриотсем. Шăпах çакăн пек çын шутне кĕрет те Николай Валерьевич Чубайкин. Çемйипе Хĕрлĕ Чутай салинче хваттерте пурăнать пулин те, вăл хăйĕн тăван Хурапыр ялне пачах манмасть, тĕп килĕнче çурт та çĕнетнĕ, тăтăшах унта пулать, ялти пурнăçпа кăсăклансах тăрать. Ахальтен мар ăна ял пурнăçне хастар хутшăннăшăн, унта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассишĕн чунне парса тăрăшнăшăн ял старостине суйланă. Çакă халăх ăна шаннине çирĕплетсе парать.
Николай Чубайкина старостăна суйланăранпа ялта сахал мар ырă улшăну пулнă. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма тата пĕрле ĕçлеме пĕлни, аслисемпе канашлани, ял çыннисене ырă ĕç тума явăçтарма пултарни ăна обществăлла ĕçре пулăшса пынă. Николай Валерьевич ертсе пынипе тата унпа пĕр шухăшлă çынсем пуррипе хурапырсем пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртес енĕпе темиçе çул ĕнтĕ хастарлăх кăтартаççĕ. Акă, чи малтан 2018 çулта халăхпа пĕрле масар çинче çурт туса лартнă. Çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене халалласа асăну стелине вырнаçтарнă. Ăна купаланă чух та ялта пурăна-кансем хастар пулăшнă, ачасем те аякра юлман. Ача-пăча валли вылямалли площадка та йĕркеленĕ. Иртнĕ çул вара вак чулпа хытарнă çула асфальт сарнă тата халăхпа пухăнма меллĕ пултăр тесе беседка туса лартнă. Çĕнĕ асфальт сарнă çула уçнине вара ял уявĕнче августăн 16-мĕшĕнче йышлăн та савăнăçлăн паллă тунă. Çапла, хурапырсем ĕçре те хастар, халăхпа пĕрле савăнăçлăн канма та пĕлеççĕ. Мероприятисене вара хурапырсем çулталăкра сахал мар йĕркелеççĕ.
Николай Валерьевич ыттисемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх шутланать, вăл - чăн-чăн патриот. Тăван ялшăн чунне пани, ăна хăтлăлатма, унта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатма ăнтăлни хисепе тивĕçех.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
