ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Республикипех мартăн 18-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем 2021-2026 çулсенче «Халăх программи» епле пурнăçланнин пĕтĕмлетĕвĕсене тата Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спортăн «Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр» комплекса ĕçе кĕртес тапхăрсене пăхса тухнă.
Округра информушкăн çак кун Ачасен искусство шкулĕнче халăхпа тĕл пулнă. Тĕп ыйтусемпе округ пуçлăхĕ Иван Михопаров, Шупашкарти ут спорт шкулĕн директорĕ Наталья Колесникова, Чăваш Республикин Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертỹçин çумĕ, республикăн тĕп патшалăх çурт-йĕр инспекторĕ Александр Юркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин тухса калаçнă.
Тĕлпулура сăмах илнисем пилĕк çул каялла «Единая Россия» парти республикăра пурăнакансем патне халăха хумхантаракан йывăрлăхсем тата кирлĕ улшăнусем пирки ыйтусемпе тухнине палăртнă. Çынсем йышăну пỹлĕмĕсене çитнĕ, депутатсемпе тĕл пулнă, хăйсен сĕнĕвĕсене пĕлтернĕ, ыйтусемпе тухнă. Шăпах вĕсене тĕпе хурса «Халăх программи» йĕркеленнĕ, вăл халăхăн ирĕкне палăртакан чĕрĕ картта пулса тăнă.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
