ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем - çĕршыв пуласлăхĕ. Çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан вĕренекенсем пирĕн округра сахал мар. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранпах малалла ăнтăлса çитĕнỹсем тăваççĕ.
Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине округри çичĕ çамрăк тивĕçрĕç. Аса илтеретпĕр, вĕсем: Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта ăс пухакан Артур Михайлович Алексеев, Карина Викторовна Вазинкина, Кристина Алексеевна Епифанова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи вĕренекен Ангелина Андреевна Максимова, Дарья Сергеевна Герасимова, Нелли Николаевна Чубайкина тата Атнарти территори пайĕн администрацийĕнче тĕп эксперт специалистра тăрăшакан Ксения Алексеевна Терушкина.
Палăртма кăмăллă, паянхи кун округ пуçлăхĕн Иван Николаевич Михопаровăн ятарлă стипендиачĕсем те пур, вĕсем 10-ăн: Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Максим Юрьевич Ермолаев (11 класс), Сергей Алексеевич Магаськин (10 класс), Полина Юрьевна Мидакова (11 класс), Александр Юрьевич Пахинов (10 класс), Мăн Этмен шкулĕнче 8 класра ăс пухакан Ульяна Ивановна Михеева, Çĕн Атикасси шкулĕнчи 11 класри Алексей Сергеевич Максимов, Хусанушкăнь шкулĕнчи 9 класри Ангелина Григорьевна Алежейкина, Атнар шкулĕнчи 10 класри Кира Петровна Индейкина, Питĕркасси шкулĕн-чи 9 класри Снежана Евгеньевна Мареева, Мишеркасси шкулĕнчи 9 класри Игорь Иванович Лукин.
Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.
Август 2026 |
