ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Акă, Ваçкаçырминче те çĕнĕ ФАП çĕкленет. Ăна ял çыннисем тахçантанпах кĕтеççĕ. Вăл хута кайсан 200 ытла çынна пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парĕ.![]()
Çуртăн стенине хăпартнă, çи виттине витнĕ. Халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ. "Альбатрос" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем ĕçсене декабьте вĕçлеме палăртнă. Контракт хакĕ 6 миллион та 195 пин тенкĕпе танлашать.
Çитес вăхăтра кунта чирлисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама пур услови те пулĕ, кабинетсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕç, хăй тĕллĕн куçса çỹрейменнисене валли пандус вырнаçтарĕç. Унсăр пуçне интернета пула пĕрлехи информаци тытăмĕпе усă курма май пулĕ. Çакă кунти ĕçченсене республикăри медицина учрежденийĕсемпе çыхăну тытма, консультаци илме май парĕ.
Виталий ВАДЕЙКИН, Ваçкаçырминче пурăнакан:
- Кĕтнĕ самант çитрĕ, тинех ялта фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленет. Ял çыннисемшĕн ку паллă пулăм. Кунта ытларах тивĕçлĕ канурисем пурăнаççĕ. Çамрăк çемьесем те пур, вĕсен чун тĕпренчĕкĕсене пăхса тăма специалистсем кирлех.
Малтанхи медицина пункчĕн çурчĕ кивелсе кайнă пирки ял çыннисем сĕннипе муниципаллă округ пуçлăхĕнчен Иван Николаевич Михопаровран пĕрре мар пулăшу ыйтрăмăр. Вăл пирĕнпе пĕр шухăшлă пулчĕ, кунта пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăмашкăн хальхи саманапа килĕшсе тăракан медицина учрежденийĕ пулмаллине палăртрĕ. Зинаида Зиновьевна Тунейкина фельдшер ялта пурăнакансен сывлăхне чылай çул пăхса-сăнаса тăнине те каласа хăвармалла. Вăл кашни çынна эмелпе те, сăмахпа та сиплеме пултарать. Медицина ĕçченĕн çĕнĕ çуртра ĕçлеме вăй-хăват хушăнсах тăтăр, чирлисен йышĕ сахаллансах пытăр.
Август 2026 |
